Округра пурăнакансем çак проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ "Пулăшу десантне" ырласа йышăнчĕç. Кашни ыйту тивĕçлĕ хурав тупрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Мирлĕ пурнăçа утăм" ("Шаг в мирную жизнь") проекчĕпе килĕшуллĕн иртнĕ эрнере Патăрьел муниципалитет округĕнче СВО участникĕсен çемйисене тимлĕх уйăрас, вĕсене тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе "пулăшу десанчĕ" ĕçлерĕ.
Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче йĕркеленĕ социаллă пулăшу приемнăйĕнче тĕрлĕ ведомствăсен - социаллă службăн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн, çар комиссариачĕн, Чăваш Республикинчи Вĕренту, Сывлăх сыхлавĕн министерствисен, Социаллă фондăн, муниципалитет округĕн администрацийĕн ятарлă специалисчĕсем СВО участникĕсен çемйисене пăшăрхантаракан ыйтусемпе йышăнчĕç, юристсем вĕсене кирлĕ сĕнусем пачĕç.
"Мирлĕ пурнăçа - утăм" проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ тĕл пулăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа структура подразделенийĕсен ертỹçисем те хутшăнчĕç. –
Йышăнăва хăйсен ыйтăвне татса пама 40 ытла çын çырăннă. Округ администрацийĕнчен пиломатериалпа тивĕçтерме, çурт-йĕрне юсама пулăшу ыйтакансем пулчĕç. Кашни ыйту, СВОна хутшăнакан кашни çемье малашне те пирĕн тимлĕхре пулĕ, - палăртрĕ Рудольф Васильевич.
Альбина НИКОЛАЕВА
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
