Шкула - çĕнĕ автобус

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2025, 21:34 Просмотров: 110

 Пĕлỹ кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитет округĕсенчи шкулсене 39 çĕнĕ автобус пачĕ. Вĕсенчен пĕри Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхне çитрĕ, Тутар Сăкăт шкулне тивĕçрĕ.

Хальхи вăхăтра округри ятарлă 24 шкул автобусĕ вĕренме тата уроксем хыççăн килĕсене леçме тĕрлĕ ỹсĕмри 800 ытла ачана турттарать.

 Çĕнĕ автобуса киввине улăштармашкăн панă. Вăл виçĕ ялти - Алманчă, Кзыл Чишма, Красномайск - 43 ачана илсе çỹрĕ. Техникăна ГЛОНАССпа, тафографпа, çутатакан маяксемпе, хăрушсăрлăх пиçиххийĕсемпе, ку чухнехи хỹтĕлев хатĕрĕсемпе кашни вырăншăнах тивĕçтернĕ.

 Шкул автобусĕ çавăн пекех ачасене олимпиадăсене, спорт мероприятийĕсене турттарĕ, çитĕнекен ăрăва туллин аталанма май паракан мероприятисене те илсе çỹрĕ.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика