ЮЛАШКИ çулсенче тĕрлĕ шайра пулă тытакансен ăмăртăвне йĕркелессин пĕлтерĕшĕ ỹснĕçемĕн ỹссех пырать. Спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланакансем пирĕн округра та сахалăн мар. Патăрьелĕнчи пĕр тăван Петрпа Геннадий Ялуковсем сăмахран, карп тытассипе хамăр тăрăхпа республикăра çеç мар, Атăлçи федераци округĕнче, Раççей шайĕнчех палăрчĕç, çине-çинех çĕнтерỹçĕн кубокне тивĕçрĕç. Акă, çак кунсенче çеç Ялуковсем Атăлçи Урал чемпионатне хутшăнса каллех Чăваш Ен командине чапа кăларнă, черетлĕ çĕнтерỹпе таврăннă. Çакă пулăçсен професси ăсталăхне, маçтăрлăхне, ку тĕлĕшпе анлă тавра курăмлă пулнине çирĕплетсе парать.
Чемпионата тĕрлĕ республикăран хутшăннă 22 команда хушшинче Петрпа Геннадий Валерьевичсем мĕн пурĕ 52 карп тытнă, вĕсен пĕтĕмĕшле виçи - 273 килограма яхăн. Чи пысăк карп та Ялуковсенех çакланнă. Вăл 13 килограмм та 410 грамм тайнă!
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
