ИРТНĔ шăматкун каçхи кỹлĕм Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хăшпĕр ялта çумăрпа пĕрлех çавра çил те пысăк хăвăртлăхпа (çеккунтра 15 - 17 метр) çавăрттарса хур кăтартнă тĕслĕхсем пур. Çак вăхăтра Первомайск, Пикшик, Ыхра Çырми территори пайĕсене кĕрекен ялсенче аварилле лару-тăру пулнăран çутă пĕтсе ларнă, çил уйрăм хуçалăхпа пурăнакансен хăш-пĕр çурт-йĕр тăррин çивиттине сỹсе пăрахнă, йывăçсене йăвантарнă, çутă пăралукĕсене сиенленĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн гражданла хутĕлев, чрезвычайлă ситуаци, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çут çанталăк пулăмĕ шар кăтартнă вырăна ятарлă служба ĕçченĕсем вăхăтра çитсе канмалли кунсенче лару-тăрăва пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
