Хурăн милĕкĕ çын кĕлеткине хăйне евĕр массаж тунипе пĕрлех чир-чĕртен сиплеме те пулăшать. Вăл ÿте тĕрлĕ шатраран тасатать, сурансене хăвăртрах тÿрлетет. Шăрши вара кăмăла уçать. Çавăнпа хурăн милĕкĕпе çапăннă чухне сывлама та çăмăлрах. Сăмах май, çак милĕк астмăпа чирлекенсемшĕн, пирус туртакансемшĕн питĕ усăллă шутланать.
Çăка милĕкĕ пуç ыратнине ирттерет. Шăка хăваланăран пÿре ĕçне лайăхлатать, тар кăларать, сывлăш çулĕсене уçать. Ку милĕкпе шăнса пăсăлсан сипленме лайăх.
Юман милĕк ÿт-тире çирĕплетет. Юман шăрши юн пусăмĕ ÿсесрен сыхлать, нерв тымарне лăплантарать.
Чăрăш милĕкĕ ÿпке чирĕсемпе аптăракансемшĕн усăллă. Анчах та унпа çапăнма пуçличчен ăна йĕпписене çемçетме 15-20 минут вĕри шывра тытмалла.
Çирĕк милĕкĕ шăнса пăсăлсан, сыпăсем, çан-çурăм ыратнă чух пулăшать.
Пихта е уртăш милĕкĕпе çапăнни пилĕк ыратнине ирттерет. Çак милĕкпе çапăнни бронхит, ларингит, грипп хыççăн йăл илме пулăшать.
Январь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 29 | 30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 |
| 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 |
| 12 | 13 | 14 | 15 | 16
|
17 | 18 |
| 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
