Ỹссен эсĕ кам пулан?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2025, 21:38 Просмотров: 151

Професси суйласа илесси - яваплă тапхăр. Çыннăн малашлăх пурнăçĕпе çыхăнать-çке вăл. Ỹссен кам пулмалла? Ăçта вĕренме каймалла? Çак ыйту çитĕнсе пыракан кашни ачана пăшăрхантарать.

Çĕр çинче пиншер професси. Хăшĕсене ачасем илтмен те, пĕлмеççĕ те. Килĕшекеннине пĕччен тепĕр чухне суйласа илме те кансĕр. Аслисен пулăшăвĕ кирлĕ. Шăпах çак тĕллевпе Шăхач ял библиотекинче ачасемпе вăйă-викторина ирттерчĕç.

Вулавăш ĕçченĕ çитĕнекен ăрупа кашнийĕн туртăмне пĕлес тĕллевпе малтан калаçу йĕркелерĕ. Унтан профессисемпе паллашрĕç. Паянхи кун çĕршывра кирлĕ специалистсем çинче чарăнса тăчĕç. "Профессие пĕл", "Кам пулма ĕмĕтленетĕп?" темăсем тавра пычĕ калаçу. Вăйă-викторинăра хăйĕн инструментне кам çухатнине шырарĕç. Ĕç çинчен калакан ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Хăйсен пуласлăхне ỹкерчĕксенче сăнарларĕç.

Архив материалов

Январь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика