Ача пуплевне аталантармалла

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2025, 21:36 Просмотров: 167

Шкул çулне çитсе пынă май ачан калаçăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Чĕлхе аталанăвĕ мĕнле шайрине епле тĕрĕслеме пулать-ха? Чи малтанах ачана ỹкерчĕксем тăрăх калав тума сĕнмелле. Çакна валли 3-4 ỹкерчĕк хатĕрлемелле. Вĕсене юнашар хурса тухмалла. Кашнийĕн çинчен каласа пама ыйтмалла. Енчен та ачан чĕлхе аталанăвĕ чылай кая юлса пырать пулсан, вăл хăш-пĕр япаласене çеç асăнать. Сыпăнтарса предложенисем тăваймасть.

Чĕлхе кăлтăкĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсенчен пĕри - сасăсем тĕрĕс мар тухни. Чылай сасă тĕрĕс мар тухсан ача мĕн каланине ăнланма та йывăр. Ытларах чухне пĕчĕккисен р, л шăхăракан сасăсем з-с-ц, чăшлатакан сасăсем ш-ж-ч-щ йăнăш тухаççĕ. Тĕрĕс мар тухакан сасăсене шкула каиччен тỹрлетме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен сасăсене тĕрĕс мар калани вĕренỹ çине тỹрремĕнех витĕм кỹретех.

Пуплевпе çыхăннă тепĕр кăлтăк - калаçу ритмĕпе хăвăртлăхĕ пăсăлни. Кун пек чухне ача питĕ хăвăрт калаçса сыпăксене çăтать, е пачах тепĕр майлă, питĕ майĕпен, сыпăксене тăсса, сăмахсем хушшине чарăнусем туса калаçать

. Ача сасăсене уйăрма, вĕсене сăмахсенче тупма пĕлет-и? Çакă вĕренỹре питĕ кирлĕ пулать. Çавăнпа та унпа сасăсем тупмалла вылямалла. Малтан тĕрлĕ япала ỹкернĕ карточкăсем хатĕрлĕр. Унтан ачана вĕсен хушшинче вăл е ку сасăллă япаласене пĕр çĕре хума сĕнĕр.

 Çакăн пек кăлтăксем пур чухне логопед пулăшăвĕ те кирлĕ. Унсăр пуçне килте те ачана сасăсене тĕрĕс калаттарма тăрăшмалла. Йывăр сасăсемлĕ сăмахсене темиçе хут калама ыйтмалла. Кашни çитĕнỹшĕн ăна мухтамалла. Ача лайăх калаçма вĕренсен, кашни сасса тĕрĕс каласан шкулта вĕренме те çăмăлрах пулĕ.

Оля АСТРАХАНЦЕВА, Анат Туçари ача сачĕн воспитателĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика