Чăваш Енре çитес суйлав валли общество сăнавçисене хатĕрлеме пикеннĕ. Çакнашкал вĕрену суйлав уççăнлăхне тата лигитимлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Августăн 19-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче те çакнашкал вĕрену иртрĕ. Общество сăнав комиссийĕн опытлă преподавателĕсем муниципалитет округĕнчи суйлав участокĕнчи 32 сăнавçăпа суйлавра вĕсен ĕçне пырса тивекен мĕн пур ыйтупа, çав шутра суйлав саккунĕсемпе тата суйлав процедурипе паллаштаракан информаципе тата ыттипе тĕплĕн калаçрĕç.
ХАКЛАВ
Галина ИВАНОВА, Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин членĕ, общество сăнавçи:
- Маншăн суйлав кунĕсенче общество сăнавçи пулса ĕçлесси пысăк чыс. Суйлав уççăнлăхне тата лигитимлăхне тивĕçтересси пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
