Сертификат панă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2025, 21:32 Просмотров: 167

 Ашшĕ-амăшĕсĕр ачасене çурт-йĕрпе тивĕçтерессине патшалăх хăй çине илнĕ. 2025 çулта Патăрьел муниципалитет округне тăлăхсене кĕтеслĕ тума 22 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал çул çитнĕ 8 яшпа хĕре хваттер пама палăртнă.

 Çак кунсенче Алманчăри Анастасия Ласточкинăпа Хирти Пикшикри Андрей Пугачева Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фенил Алиуллов пурăнмалли вырăнлă пулма пулăшакан сертификат панă.

(Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика