Куç умĕнче - хисеплĕ сăнарсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2025, 21:31 Просмотров: 189

Патăрьел муниципалитет округĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă ачи ята тивĕçнĕ 1500 ытла çын пурăнать. Пурнăçра вĕсем нумай хура-шур тỹснĕ. Вăхăт-вăхăт çиме çăкăрĕ те пулман. Çие питĕрмелли тумтирĕ те, урине тăхăнмалли пушмакĕ те çитмен. Шартлама сивве те, çывăх çыннисене çухатнине те чăтнă. Çавах май килнĕ таран фронта пулăшма тăрăшнă. Тылсăр çĕнтерỹ тăвайман. Вĕсен аса илĕвĕнче - виçесĕр эткерлĕх. Çавсене май килнĕ таран упрама, çитĕнекен ăру патне çитерме тăрăшмалла пирĕн. Вĕсем вăрçă ачисем çеç мар, Çĕнтерỹ ачисем те.

 Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнине паллă тунă май Патăрьелĕнчи "Юбилей" скверĕнче кăçал вăрçă ачисене халалласа палăк уçăлчĕ. Вăл çав тапхăрти ачасен ĕçри паттăрлăхне, вăрçă вăхăтĕнчи чăтăмлăхне аса илтерсе тăрĕ.

 Августăн 5-мĕшĕнче вара Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн "Вăрçă ачисем-Çĕнтерỹ ачисем" сăнсен куравĕ уçăлчĕ. Ăна ăсталăх тата культура сферинче паттăрлăх темипе социаллă проекта пурнăçа кĕртес енĕпе çĕнсе илнĕ Грантпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

Куравра муниципалитет округĕнче пурăнакан вăрçă ачисен, паянхи пурнăçа та хастар хутшăнакан çынсен 30 сăнарĕ. Вĕсене вырăнти Мидхат Шакиров ỹнерçĕ ăсталанă.

 Курава уçнă çĕре муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хутшăнчĕ.

- Паянхи кун çакнашкал курава уçни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 80 çул çитнине паллă турăмăр. Çак темăна малалла тăсса курав ĕçлеме пуçларĕ. Вăрçă ачисем çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн ырă тĕслĕх,- терĕ Светлана Алексеевна.

Курава уçнă çĕре вăрçă ачисем хăйсем те хутшăнчĕç. Мĕн чухлĕ аса илỹ вĕсен. Чылайăшĕ хăйĕн сăнне ỹкерчĕкре курса пахаларĕ.

Мидхат Шакиров ỹнер чĕлхипе вĕсен шалти туйăмне, чун ыратăвне сăнарласа пама тăрăшнă. Пит-куç çинчи кашни йĕр - вĕсен пурнăçри кун-çулĕн палли.

Курав ăрусене çыхăнтаракан хăйне евĕрлĕ кĕпер тесен те тĕрĕсех пуль. Вăл çамрăксене вăрçă ачисем тỹссе ирттернине туйма май парать, çав вăхăтри йывăрлăха ăнланма пулăшать.

Пуçăннă ырă ĕçе Мидхат Шакиров ỹнерçĕ малалла та тăсасшăн. Çавăнпа малашне куравпа ытти залсенче те паллашма май пулĕ.

 Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика