Пыл сăпасĕнче (августăн 14-мĕшĕ) муниципалитет округĕн Нăрваш Шăхаль территори пайĕнче регионсем хушшинчи утарçăсен йăлана кĕнĕ "Вĕлле хуртне пулăш" форумĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулчĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Чăваш Ентен, Марий Эл, Тутарстан Республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен - тăрăшуллă 100 ытла пыл ăсти килчĕ.
Форумра пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, отраслĕн кăткăс проблемисене пĕрлехи вăйпа татса пама, кăмăлтан калаçма май пулчĕ. Яланхи пекех интереслĕ докладсем итлерĕç, практика занятийĕсене хутшăнчĕç, кун йĕркинчи ыйтусене тухăçлă сỹтсе яврĕç.
Мероприятие йĕркелекенĕ ăста утарçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ - Николай Пирожков. Николай Петровичăн пуçарулăхне тата тăрăшулăхне пула форум çулран-çул пĕлтерĕшне тата географине ỹстерсех пырать. Унăн нумай çулхи ĕç ăсталăхĕ, тарăн пĕлĕвĕ утарçăсен пĕрлешĕвĕнчи çынсемшĕн ырă тĕслĕх.
Канашлăва кăçал та паллă ученăйсемпе ăста специалистсем сахал мар хутшăнчĕç. Сумлă хăнасен йышĕнче Чăваш Енри вĕлле хурчĕ ĕрчетес енĕпе ĕçлекен агенствăн генеральнăй директорĕ Анатолий Васильев та пулчĕ. Вăл Чăваш Республикин территорийĕнче пестицидсемпе тата ытти агрохимикатсемпе ĕçленĕ чухне вĕлле хурчĕсем йышлă вилесрен асăрханса пурнăçламалли майсем çинче чарăнса тăчĕ.
Унăн çумĕ, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Раççей Федерацийĕнчи тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Геннадий Максимов та паха сĕнỹсем пачĕ. Вăл вĕлле хурчĕсен çемйисене хĕле хатĕрлесси, чир-чĕртен хỹтĕлесе профилактикăпа сиплев ĕçĕсем ирттересси çинче чарăнса тăчĕ. Çакă утарçăсемшĕн питĕ усăллă пулчĕ.
Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн деканĕ Герольд Тобоев вĕлле хурчĕсен çемйисен вилĕм сăлтавне тишкерни тата хỹтĕленме май пурри çинчен каларĕ. Унăн теори пĕлĕвĕ тата сăнавлă шухăшĕ каллех утарçăсене интереслентерчĕ
. Николай Пирожков Патăрьел муниципалитет округĕнче вĕлле хуртне аталантарас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çакăнтан отраслĕн малашлăх тĕллевĕ палăрчĕ. Теори пайĕнче Николай Терентьев утарçăн ĕç ăсталăхĕпе паллашасси те пулчĕ. Малалла форум унăн пасекинче тăсăлчĕ. Унта хутшăннисем роя хирĕçле мелпе мĕнле ĕçлеме пулнипе паллашрĕç. Çакăн чухне пыл илесси те ỹсет-мĕн.
Теорипе практикăна пĕрлештерни вĕлле хурчĕ тытакансемшĕн усăллă пулчĕ.
Муниципалитет округĕ вĕлле хуртне аталантарас енĕпе тытса пыракан ĕçсемпе тахçанах хисепре. Уйрăм хуçалăхсенче сахал мар вĕсем. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен "Исток" çĕр ĕç фирмипе (25 çемье) "Труд" кооператива (40) палăртмалла.
Республикăра вĕлле хуртне аталантарассине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çул парса пынине те палăртмалла. "Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе, уйрăм пуçарулăха" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн патшалăх пулăшăвĕн программипе "Агростарт" гранчĕсене илме май пур. Çавна май пирĕн округри виçĕ предприниматель хăйĕн ĕçне пуçăнма пултарчĕ те.
Вĕсемсĕр пуçне ытти уйрăм хушма хуçалăх тытакансем те хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пуçăнас тесен вĕлле хурчĕ ĕрчетес енĕпе аталанма кирлĕ япаласене туяннă чухнехи тăкака саплаштарма май паракан çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ. Пĕлтĕр çакнашкал виçĕ çынна 141 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ кỹнĕ.
Ĕçĕ мутлă та çимĕçĕ тутлă, теççĕ. Çапла пĕтĕмлетỹ турĕç форума хутшăннисем. Кашни вĕллерен вăтамран пыл илесси 15-20 килогрампа танлашать. Уйрăм хастарсем çемьесенчен 100 килограмм ытларах та юхтараççĕ.
Альбина КАПИТОНОВА
Август 2026 |
