Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшуллĕн АО "Лента" генеральнăй директорне, "Союзлегпром" правлени членне Роза Петровна Ивановăна "Раççей Федерацийĕн пир-авăр тата çăмăл промышленноçĕн тава тивĕçлĕ хисеплĕ работникĕ" сумлă ят панă.
Маларах вăл общество пурнăçĕнчи ыр кăмăллăх ĕçĕсемшĕн РФ Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Роза Петровна пирĕн ентеш, Анат Чакăра çуралса уснĕ. Кăçал унăн ыр кăмăллăхĕпе, пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпе тăван ялĕнче çĕнĕ культура çурчĕ хута кайрĕ.
Август 2026 |
