Çĕнĕ вĕренỹ çулне кĕтсе илме хатĕрленсе муниципалитет округĕнчи кашни вĕрентỹ учрежденийĕнчех яваплăха туйса ĕçлерĕç, бюджетран уйăрнă укçа-тенке туллин усă курма тăрăшрĕç.
Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкул унччен те илĕртỹллĕччĕ-ха. Халĕтата та капăрланнă. Йĕри-тавра тирпейленĕ, чечек клумбисене çĕнетнĕ. Шкулăн виçĕ хутăн пусма картлашкисемпе карлăкĕсене те сăрланă. Коридора, кабинетсене сăн кĕртнĕ. Хими предмечĕн класĕн урайне çĕнетнĕ, линолеум сарнă.
ОБЖ, физкультура, технологи кабинечĕсем валли нумай вĕрентỹ материалĕ килнĕ. –
Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пирĕн икĕ пĕрремĕш класс пулать. Иртнинче вăл пĕрре çеçчĕ. Ача шучĕ чакмарĕ. Кăштах ỹсрĕ те. Çакă савăнтарать. Пĕр çамрăк специалист килет - социаллă педагог. Вăл маларах пирĕн шкултанах вĕренсе тухнă,- хăйсен ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ шкул директорĕ Сания Калайбашева.
Шкулта условисем хуларинчен пĕрре те кая мар.
Альбина ИВАНОВА
ПĔЛМЕ:
Кăçалхи Пĕлỹ кунĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнчи Турханти тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн ачасемпе педагогсен коллективне хапăл тăвĕç. Вĕсене "Вĕрентĕвĕн шкул системине модернизацилесси программăпа тата "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăтлăлатнă. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта федераци программипе тĕпрен юсасси те Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн витĕмĕпе пурнăçланать.
Август 2026 |
