Çак кунсенче Патăрьелĕнче пурăнакан Марина Вороновашăн калама çук пысăк савăнăç пулчĕ. Украинăри ятарлă çар операцийĕнче тăракан Николай ывăлĕ кĕске вăхăтлăх канăва килчĕ. Çакăншăн тем пекех хĕпĕртерĕ. Тепĕр савăнăçĕ те пулчĕ. Николай Андреевич Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн хĕрĕпе Маринăпа çемье çавăрчĕ. Аннешĕн кунтан пысăк телей ăçта пултăр.
Тăваттăмĕш çул неонацистсене хирĕç кĕрешет Коля. Çĕнтерĕве алăран вĕçертмессе çирĕп шантарать. Маларах вăл ялти шкултан пĕлỹ пухса тухнă хыççăн Шупашкарти пĕр колледжра айтишника вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ специалист çар ретне тăнă. Службăна контракт мелĕпе пурнăçлама ĕмĕтленнĕ.
Çар операцийĕ пуçланса кăшт вăхăт иртсенех çĕршыва хỹтĕлеме тăнă. Вăл тăракан чаçе Харьков патне вырнаçтарнă. Шел, уйăхранах аманнă. Çапах сипленнĕ хыççăн çар ретне тăнă.
Халĕ сержант - взвод командирĕн çумĕ. Отделенинчи салтаксенчен çирĕп ыйтать. Пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшма май тупни вĕсене лартнă тĕллеве пурнăçлама май паратех.
Чăвашран та пур взводра. Алманчăран - Дима. Туçаран - Эдик. Пĕр çемьери пек пурăнаççĕ.
Гуманитари пулăшăвĕ тăтăшах вĕсем патне çитнине палăртать. Адреслă посылкăсене те илеççĕ. Хỹтĕлев сеткисем çыхакансене салтак чĕререн тав тăвать.
Медалĕсемпе мухтанмасть çамрăк. СВО участникĕ пулнине çирĕплетекенни, 4-мĕш степеньлĕ святой Георгий паллă, "Çарти хастарлăхшăн" пуррине çирĕплетет.
Çук тенине илтмен нихăçан та Николайран. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхтарнă ăна ашшĕ-амăшĕ. Кунта та çавах. Татăклă çĕнтерỹпе яла таврăнма ĕмĕтленет. Çак кун çывăх вăхăтра пуласса шанать. Отпуск вăхăтĕнче çемье чăмăртама шут тытни ăна тата ытларах хавхалантарĕ. Çамрăксен юратăвĕ çавра çĕрĕ евĕр çаврака пултăрах.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
