ТУРХАНТИ пĕтĕмĕшле практика врачĕ Анатолий Кольцов медик волонтерсен отрядне йĕркелесе ертсе пынине хаçатра пĕрре мар çырнă. Ку тĕлĕшпе Анатолий Валентинович ăшă сăмаха чун-чĕререн тивĕçлĕ. Вăл ялти шкулта вĕренекенсене тĕрлĕ акцие явăçтарать: "Юн пусăмне тĕрĕсле", "Юнри сахăр шайне тĕрĕсле", "Ял донорĕ" тата ытти те. Вăл ертсе пынипех волонтерсем ялти ватăсене тĕрлĕ ĕçре пулăшаççĕ. Унсăр пуçне тухтăр ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах салтаксене пулăшма пикеннĕ. Хỹтĕлев сетки çыхакансене материалпа тивĕçтерет, хальхи вăхăтра ачасемпе пахчара çитĕнтернĕ çĕр улмие СВОри çар çыннисем патне ăсатать. Паянхи куна вăрçă хирĕнче çапăçакан салтаксем валли 136 мишук çĕр улми пуçтарнă. Ыр кăмăллăх акцине 130 ытла çемье хутшăннă. Унăн ытти ырă та сăваплă ĕçĕсемшĕн те ял-йыш пултаруллă тухтăра чун-чĕререн тав тăвать.
Пĕлме: хальхи вăхăтра Турханта çĕнĕ врач амбулаторийĕ тăваççĕ.
Объекта "Вăрăм тата хастар пурнăç" наци проекчĕпе килĕшуллĕн хăпартаççĕ.
Август 2026 |
