ЫРĂ йăлана малалла тăсса Патăрьел муниципалитет округĕнчи ЗАГС пайĕ хисеплĕ мăшăрсене ылтăн, изумруд тата ытти туй ячĕпе саламлать. Август уйăхĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи мăшăрсене - Кзыл Чишмари Алмазпа Мединя Сафинсене, Ыхра Çырминчи Альбертпа Минзиан Апанаевсене, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Алексейпе Людмила Николаевсене, Чăваш Ишекĕнчи Василийпе Венера Кулаковсене çемье çавăрнăранпа 50 çул, Шăнкăртамри Нуриазданпа Гельфизя Алеевсене, Туçари Валерийпе Апполинария Салминсене, Çĕньялти Александрпа Мария Антоновсене, Упамсари Алексейпе Клавдия Филипповсене - мăшăрланнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлаççĕ, малашнехи пурнăçра сывлăх, канлĕ ватлăх, ăнăçу сунаççĕ.
Сăмах май каласан, иртнĕ эрнекун, 08.08.2025 числора округри Мăшăрлану керменĕнче виçĕ çамрăк çемье çавăрнă. Çемье пуçлăхĕсем Именкассинчен тата Патăрьелĕнчен.
Август 2026 |
