Аталану стратегийĕ - ырă малашлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2025, 21:21 Просмотров: 255

Августăн 20-мĕшĕнче пирĕн муниципалитет округĕнче те Пĕрлехи информаци кунĕиртрĕ. Унта муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен начальникĕсем, предприяти-учреждени ертỹçисем хутшăннă.

Кун йĕркинче Чăваш Республикин тата муниципалитет пĕрлĕхĕн "Чăваш Ен-2030" социаллă-экономикăлла аталанăвĕн пилĕк çулхи комплекслă программин тĕп енĕсене тата сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Республика Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен ыйтусем пăхса тухрĕç.

Информаци кунĕнче муниципалитет округĕнче аш-какай кластерĕн вĕрентỹ, продукци туса илесси тата технологи проектне тишкерчĕç.

 "Пирĕн тĕллев - Чăваш Енре тата унăн тулашĕнче аш-какай туса илессине ỹстересси çеç мар, çак промышленноçăн лидерĕ пуласси",- тесе палăртрĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов шухăша çивĕчлетсе.

Тĕл пулура экономика ỹсĕмĕ тĕлĕшĕнчен илес пулсан агротехнопарк тĕп драйвер-проект пулса тăнине палăртрĕç. Округра туризм вăй илсе пыни вара республикăра культурăпа истори центрĕсем аталаннине çирĕплетеççĕ. Тикеш хулашĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн тĕп проект-драйвер шутланать.

 Сасăлав вара 6 мелпе иртмелле. Палăртса хăварар, августăн 23-мĕшĕнчен пуçласа участоксенчи суйлав комиссийĕсем кашни сасăлавçă патне çитсе суйлав мелĕпе паллаштарма пикенĕç. Çак ĕç сентябрĕн 8-мĕшĕччен пырать. Унта 108 обходчик явăçать.

Информаци кунĕнче "Ачана шкула хатĕрле" акцие хутшăнса республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕпе Эмир Бедертдиновпа пĕрле муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Ахметовсемпе Турхансен çемйисенче çитĕнекен ăрăва шкул хатĕрĕсемпе ранецсем парнелерĕç.

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

"Сывлăх тата çынсен пурнăçне лайăхлатасси - патшалăхăн тĕп тĕллевĕ. "Чăваш Ен 2030" стратеги программи те çавăнпах çыхăннă".

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика