Патăрьелсем яланхиллех пысăк хастарлăх кăтартнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.08.2025, 21:16 Просмотров: 222

Шупашкар муниципалитет округне кĕрекен Çырмапуç ялĕнче республикăри муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсен тата служащийĕсен кунĕ иртнĕ. Мероприятие яланхиллех Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех структура подразделенийĕсен ертуçисем, культура, спорт, творчество тупăшăвĕсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлекенсем хутшăннă.

 Муниципалитет служащийĕсем ытти конкурспа пĕрлех "Чи хăтлă картиш" те хатĕрленĕ, кĕрекине Чăваш Республикинче туса илекен чи тутлă апат-çимĕçпе пуянлатнă.

Спортсменсем хутăш эстафетăра ăмăртнă, волейболла, футболла вылянă, вĕрен, йывăр урапа туртса вăй виçнĕ тата ытти те.

Ытти çулсенчи пекех муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсем курăк анине çавапа ăста тата хăвăрт çулнине пăхса пахалама та кăсăклă пулнă. "Сывлăм пур чух, çулсам, çава" ("Коси, коса, пока есть роса") конкурса хак парса Рудольф Селиванов акă мĕн палăртрĕ: "Хальхи вăхăтра ĕçсене механизацилесси вăй илсе пырать пулин те асатте аттесен ырă йăлине никам та пăрахăçламан. Çавана алла тытсанах хаваслă ачалăхăм куç умне тухрĕ, утă шăрши сăмсана кăтăкларĕ..."

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

"Муниципалитет служащийĕ вăл инноваци, проектсемпе программăсем, тимлĕх..."

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика