Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен анисене пухса кĕртессипе муниципалитет округĕнчи чылай хуçалăх финиш йĕрĕ çине тăнă. Çитĕнтернин 70 процентне вырнă. Акционерсен "Батыревский" хупă, "Батыревский" улма-çырла питомникĕн уçă пĕрлешĕвĕсенче, "Тойсинская" çĕр ĕç фирминче, "Колос", "Весна", "Красное Знамя" хуçалăхсенче, Решит Санзяпов, Камил Салихов, Мария Лаврентьева, Ферид Чабатов хресчен фермер хуçалăхĕсенче çак ĕçе вĕçленĕ те.
..Пурĕ 41780 тонна тыр-пула кĕлете кĕртнĕ. Тухăç кашни гектартан 38,9 центнерпа танлашса пырать.
..Хуçалăхсенче севок пухаççĕ. 334 гектарта ĕçе вĕçленĕ. Çакă мĕн пур лаптăкăн 57 проценчĕпе танлашать. Тухăç кашни гектартан 190 центнер кĕрсе пырать.
..Кĕрхи культурăсене муниципалитетра 2100 гектар акса хăвармалла. Халĕ çак ĕçе пуçăнма çĕр хатĕрлеççĕ.
Август 2026 |
