Кайăк-кĕшĕк грипĕ - усал чир

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:58 Просмотров: 213

 Кайăк-кĕшĕкĕн пысăк патогенлă грипĕ - кайăксен вируслă чирĕ, вăл вĕсен юн тата тĕп нерв системине, сывлав, вар-хырăм, çăмарта пулакан органсене сиенлет. Вăл чикĕ мĕнне пĕлмест, пур çĕрте те тĕл пулма пултарать. Гриппа пур тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк те чирлет. Чире сарăлма пулăшаканĕ - сывă мар кайăк, вăл кăларакан шĕвексем, каяшсем. Çут çанталăкра амак сараканĕсем шывра ишекен, килте пурăнман кайăксем шутланаççĕ. Сăмах май, Патăрьел муниципалитет округĕнче çак усал чире 2018 çулта тупса палăртнă.

Чирĕн пĕрремĕш паллисем - кайăк-кĕшĕк апат çиме, шыв ĕçме пăрахни, хăйсене урăхларах тыткалама пуçлани, нерв системи айăпланнăран тĕлсĕр-палсăр утни, тĕкне хăпартни, çăмарта тума пăрахни, пуçне аялалла усни, куçне хупни, курăнакан нăймака сийсем шыçăнни тата юнпа тулни, кăштах уçă сăмсинчен нăймака тăсăлни, киккирикĕн, сухалĕн, урин тĕсĕ улшăнни, куç витĕмĕ тĕссĕрленни. Уйрăмах çакă шыв кайăкĕсен сисĕнет, çавăн пекех пĕр паллăсăр та вилеççĕ.

Сиплеме май çук. Вирус ан сарăлтăр тесе кайăксене йăлтах пĕтереççĕ. Çынна амак сывлăшпа тумлам урлă ерет, каяша тытнă хыççăн алла лайăх çумасан та лекес хăрушлăх пур. Патшалăх ветеринари служби халăха çак йĕркесене пăхăнма ыйтать:

-кайăк-кĕшĕк пурри пирки патшалăх ветеринари службине пĕлтермелле, ку профилактика мероприятийĕсем ирттерме кирлĕ;

-килти, декоративлă кайăк-кĕшĕке, инкубаци çăмартисене ятарлă суту-илỹ вырăнĕсенче илмелле-сутмалла, ветеринари докуменчĕсем пулмалла;

- тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке уйрăм усрамалла;

-кайăк-кĕшĕк çын аллине хăнăхман кайăксемпе, кăшлакан чĕрчунсемпе пĕрле пуласран сыхланмалла (урама кăларма юрамасть, картара тытмалла, тăрри те кирлĕ);

-кайăк-кĕшĕк тата выльăх-чĕрлĕх усракан хуралтăсене таса тытмалла, дезинфекцилемелле;

- ухатаран тытса килнĕ кайăк-кĕшĕке кил-хуçалăх территоринче тĕкĕсене татмалла, ăш-чиккине выльăхсене памалла мар;

- чăх-чĕпе, хур-кăвакала паракан апата ятарлă вырăна хумалла;

-патшалăх ветеринари специалисчĕсем кайăк-кĕшĕке пăхма ыйтсан хирĕçлемелле мар;

- асăннă чирпе чăх-чĕп чирленĕ пек туйăнсан, вĕсем хăйсене тыткалани урăхланнине асăрхасан, вилсен патшалăх ветеринари специалисчĕсене 24 сехет хушшинче пĕлтермелле;

- чир ертнĕ пек туйăнакан кайăк-кĕшĕке тата вилнисене уйăрмалла.

Çынсем кайăк-кĕшĕк грипĕпе ан чирлеччĕр тесен çак йĕркесем пирки манмалла мар:

- харпăр- хай гигиенине пăхăнмалла;

- асăннă чирпе аптăранă пек туйăнакан кайăк-кĕшĕке тата вилнисене алăпа тытмалла мар;

- килти чăх-чĕппе хур-кăвакала ятарласа вĕсем патне кĕме тесе хатĕрленĕ тумпа пăхмалла;

 - кайăк-кĕшĕк какайне, çăмартине ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче, ветеринари докуменчĕсем пуррисенчен туянмалла;

- çăмартана шывра 10 минутран кая мар, какайне 100 градус вĕри температурăра сахалтан та çур сехет пĕçернĕ хыççăн тин çимелле;

- çут çанталăкра пурăнакан шыври, кил-çурт çывăхĕнчи кайăксене алăпа тытмалла мар.

Вилнĕ кайăк-кĕшĕке е чирленисене асăрхасан çийĕнчех Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен станцие 8-951-999-81-22 е 8-835-32-6-12-74 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Петр ЕФИМОВ, Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен станци начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика