Кĕçĕн Арапуç ялĕнче Афган вăрçинче пуç хунă Геннадий Козлова асра тытса ăмăрту иртрĕ. Ăна йăлана кĕртсе йĕркелесе пырассине Елчĕк муниципалитет округĕнчи пĕрле алла хĕç-пăшал тытса çапăçнă Петр Анисимов юлташĕ хăй çине илнĕ. Петр Ильич кỹршĕллĕ муниципалитет округĕнчи афганец-ветерансен пĕрлешĕвĕн ĕçне йĕркелесе пырать.
Ветерансем 800 метра старта тăчĕç. 6 теçетке çул тултарнисем хушшинче Александр Кузьминпа Александр Селиванов пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Вĕсенчен аслăраххисенчен Терентий Давыдов финиша пĕрремĕш кĕчĕ. 70-75 çулсенчи аксакалсенчен Николай Григорьев малти вырăна вĕçертмерĕ. Саккăрмĕш теçеткене тултарса пыракан Василий Базманкинăн та харсăрлăхĕ пысăк. Дистанцие çăмăллăн парăнтарчĕ.
Ачасем ỹсĕм çулĕпе 60 метра старта тăчĕç. Малтанах шкул çулне çитменнисем чупрĕç. Финиша Николай Селивановпа Арина Тисторова пĕрремĕш кĕчĕç. 1-2 классенче вĕренекеннисенчен Рамиль Зейнетдиновпа Евгения Федотова малта. 3-4 классене çỹрекеннисенчен Матвей Иванкинпа София Исаковăна çитекеннисем пулмарĕç. 5-6 классенче пĕлỹ пухакансенчен Георгий Лепешкинпа София Мефодьева финиша малтан кĕчĕç. Аслăраххисенчен Анастасия Тесторован чупас ăсталăхĕ пысăк.
Çитĕнекен ăру велосипедпа та матур ярăнать. Ку енĕпе Никита Маркуллова, Рамиль Зейнетдинова, Матвей Иванкина, Георгий Лепешкина, София Мефодьевăна палăртмалла.
Мала тухнисене Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов Хисеп хучĕсемпе медальсем парса чыс турĕ. Геннадий Козловсен çемйи ячĕпе Елена Самакина йăмăкĕ парнесем пачĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
