Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта Физкультурник кунне анлăн паллă турĕç. Унта хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн чачальникĕ Светлана Чернова саламларĕ. Спорт сывлăха çирĕплетме май панине каларĕ.
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
«ГТО нормативӗсене тултармалли çӗнӗ 14 площадкӑран ытларахӑшне шӑпах шкул стадионӗсенче вырнаҫтарассине пӑхса тухмалла. Стадионсем ача-пӑча валли тунӑ ӳт-пӗве аталантармалли центрсем, «Картишри тренер» программӑн тата çывӑхра пурӑнакан ҫынсен физкультура хастарлӑхне ӳстермелли никӗс шутланаççӗ».
(ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран)
Спорт лапамĕнче чăннипех те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен пултарулăхне, чăтăмлăхне, хĕрỹлĕхне курса савăнма май пулчĕ.
Малтанах "Ирхи зарядкăна çăлтăрпа" анлă акцие тăчĕç. Ăна фитнес-аэробика ертỹçи Татьяна Торговцева тренер хăйĕн воспитанникĕсемпе йĕркелерĕ. Кĕвĕ- çемĕпе тĕрлĕрен хусканусем туни кăмăла çĕклерĕ, вăй-хал кĕртрĕ.
Стадионта 17 тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕпе тупăшрĕç. Кашни ỹсĕм çулĕнчи спортсмен хăй валли киленĕç тупрĕ. Муниципалитет служащийĕсем ГТО нормативне пачĕç. Кăтартăвĕсемпе тĕлĕнмелĕх пур. Çăмăл атлетика эстафетине, тĕрлĕ дистанцие старта тăчĕç. Волейбол сетки илемлĕ комбинацисемпе тупă çакланнăран пĕр тикĕссĕн çакăнса тăраймарĕ. Шывра ишрĕç, пляж волейболĕпе киленчĕç, баскетболла, шашка-шахматла вылярĕç. Турник çине çĕкленекенсем, кире пуканĕ йăтакансем те куракансене тĕлĕнтерчĕç тата ытти те. Куракансем те пĕр-пĕрне кăмăлтан хавхалантарса тăчĕç.
Уяв çĕнтерỹçĕсене чыслассипе вĕçленчĕ. Профессиллĕ спортсменсем, тава тивĕçлĕ спорт ветеранĕсем, физкультурăпа спорта чунтан килĕштерекенсем, муниципалитет округĕнчи спорт аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнисем Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Унта хутшăннисем хавхалану тата савăк кăмăл-туйăм илчĕç. Спорта юратакансемшĕн, ăна хисеплекенсемшĕн, сывă пурнăç йĕркине мала хуракансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ çак кун.
Пĕлме:
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурнăнакансен 65 проценчĕ хăйсен пурнăçне спортпа тата физкультурăпа çыхăнтараççĕ.
Альбина КАПИТОНОВА
Август 2026 |
