Ялта пурăнма мĕнрен начар?

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:53 Просмотров: 176

 Ялсенче пушă çуртсем пурри халь никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Унччен Çамрăксен урамĕ пулнисенче те аслă çултисем ытларах пурăнаççĕ. Яш-кĕрĕмрен нумайăшĕ хулара тĕпленме тăрăшать çав. Çакăнта пирĕн те, ашшĕ-амăшĕн, айăп пур. Ывăлсемпе хĕрсене хамăрах хулана пурăнма хăваратпăр. Кредит илсе хваттер илме пулăшатпăр. Çапла мар-и-ха? Анчах тăван çĕртен уйрăлайманнисем, çулсем иртсен те каялла килекенсем пуррине палăртма кăмăллă. Пăлапуç Пашьел ял территорийĕн пуçлăхĕпе Владимир Никитинпа калаçнă майăн çакă уйрăмах палăрчĕ:

- Пушă çуртсем пирĕн ялта та пур, анчах вĕсен шучĕ майĕпен чакса пырать. Мускавра, Тольяттинче, Ульяновскинче пурăннă çемьесем пỹртсем илчĕç. Хăшĕ-пĕрин йăх-несĕлĕ кунтан пулнă, урăх ялтан килнисем те пур. Халĕ эпир те хуларинчен пĕрре те кая мар пурăнатпăр,-терĕ вăл.

Чăнах та, юлашки çулсенче ялсем чылай çĕнелчĕç. Сарă тĕслĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем аякранах курăнса лараççĕ. Врач амбулаторийĕсем те хăтлă.

Шкулсенче "Точка роста" центрсем пур. Вĕренекенсем вĕсенче хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне аталантарма пултараççĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва выляма, сывлăхĕсене çирĕплетме ача-пăча, спорт лапамĕсем пур.

Сывлăха çирĕплетме Патăрьелĕнче "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ ĕçлет. Малашне Шăнкăртамра та хута кайĕ. Кунта хĕрсех ĕç пырать.

Пуçару бюджечĕ пулăшнипе, халăх тăрăшнипе, нимеле урамсенче çулсем сараççĕ, культура çурчĕсем çĕкленеççĕ... Нумай пулмасть Анат Чакăри ял клубĕ тĕпрен çĕнетнĕ хыççăн çынсене йышăнчĕ. Сăмах май, культура "вучахне" Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе çĕнĕ ят илнĕ "Ниме - Халăх бюджечĕ" пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн реконструкциленĕ. Татмăшри 49 çын вырнаçмалăх клуба тăвассине те строительсем вĕçлесе пыраççĕ.

 Чăнах та, ялта та халĕ хуларинчен пĕрре те кая мар. Малашне çамрăксем хăтлă та илĕртỹллĕ тăван тăрăхрах тĕпленессе шанас килет.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика