Хăрушсăрлăх çĕнĕ шая çĕкленмелле

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:49 Просмотров: 178

Аслă экономика канашĕ тишкернĕ черетлĕ стратеги халăх пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕн тата территорисен хăрушлăхне тивĕçтерессипе çыхăннăскер пулнă.

Ăна канашăн ларăвĕнче пăхса тухнă.

Стратеги Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи аталану программине кĕрет.

Юлашки пилĕк çулта республикăра пушарсен шучĕ 14,4 процент чакнă, çăлнă çынсен шучĕ 26 процент уснĕ.

Асăннă тапхăрта регионта пушар хурал службин çĕнĕ тăватă уйрăм пунктне уçнă. Кăçал икĕ пункт ĕçлеме пуçланă.

Стратегире 2030 çулччен тата 18 автоцистерна туянассине палăртнă. Çĕнĕ 8 подразделени йĕркелеме пăхнă. Унсăр пуçне ирĕклĕ 28 пушар команди йĕркелемелле, муниципалитетсен сыхлăхне туллин тивĕçтермелле.

Вулакана пĕлме:

Паянхи куна Патăрьел муниципалитет округĕнче вут-çулăм инкекĕпе кĕрешме тĕп вăй 26-мĕш пушар чаçĕ пулса тăрать. Унсăр пуçне Турханта пушар чаçĕн уйрăм подразделенийĕпур.

Çавăн пекех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 8 ирĕклĕ пушар команди, 2 муниципаллă пушар хуралĕ. Мĕн пурĕ вут-çулăм инкекне парăнтарма - 15 пушар машини.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика