"Апат-çимĕç хăрушсăрлăхне технологипе тивĕçтересси" наци проекчĕн "Аропромышленность комплексĕнчи кадрсем" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул базинче агротехнологи класне йĕркеленĕ. Ятарлă класра ỹсен-тăранăн генетикипе селекцине тĕпчеме май пулать. Унăн дизайнне хатĕрленĕ, халĕ тивĕçлĕ хатĕрсем туянма пуçлаççĕ.
Оборудованисене илме Патăрьелĕнчи "Батыревский" пĕрлешỹ 5 миллион ытла тенкĕ уйăрма палăртнă. Кайран тăкакланнă укçа-тенкĕн 90 процентне патшалăх компенсацилет.
Пỹлĕм валли интерактивлă комплекс шутлакан блокпа тата мобильлĕ çирĕплетỹпе, электронлă вĕрентỹ ресурсĕсем, ботаникăпа микропрепаратсен комплектне, муляжсем тата ыттине те туянаççĕ.
Кăçалхи май уйăхĕнче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул Шупашкарти аграри университечĕпе тата "Батыревский" пĕрлешỹпе пĕрле ĕçлесси, хальхи вăхăтри пысăк технологиллĕ вĕрентỹ хутлăхне йĕркелесси пирки килĕшỹ çырнă.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
