Ыр кăмăллăх ĕçĕ – сăваплă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:47 Просмотров: 168

 Çын хăйĕн пурнăçĕнче мĕне ытларах хăнăхать - çавна çул уçса пырать. Ыр кăмăллăхпа аллине тăсма хăнăхнă çын пулăшусăр ларма пултараймасть. Унашкаллисем сахал мар муниципалитет округĕнче. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийĕ пынă май вĕсем çинчен ытларах та пĕлетпĕр.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4б кадет класĕнче вĕренекенсен маттурлăхĕ пирки темиçе хутчен те илтнĕ. Валентина Аппакова класс ертỹçипе ачасен ашшĕ-амăшĕ чăн-чăнах патриотсене пăхса çитĕнтереççĕ. Çакна пĕр ỹстермесĕр калатăп. Гуманитари пулăшăвĕпе çĕршыв хỹтĕлевçисем патне каякансенчен вĕсем кашнийĕнче тенĕ пекех кучченеçсем парса яма тăрăшаççĕ. Адреслă посылкăсем те пур вĕсен шутĕнче. Хỹтĕлев сеткисене çыхма та ỹркенмеççĕ. Чуна ăшăтакан çырăвĕсене шăрçалаççĕ.

 Класра 21 ача вĕренет. Кашни çемье уйăхсерен СВО фондне 500 тенкĕ укçа хывассине тахçанах йăлана кĕртнĕ кунта. Класс ертỹçи те хутшăнать. Ку хутĕнче вĕсем салтаксене пулăшма 11500 тенкĕ куçарнă.

 Гуманитари пулăшăвĕпе каякансенчен е унтан кĕске вăхăтлăх канма килнисенчен кучченеç парса ярсассăн вăл адреспа çитнине питĕ пĕлесшĕн ачасем. Аслă юлташĕсем те çакна ăнланаççĕ. Тав сăмахĕсене май килнĕ таран видеоçыхăнура калаççĕ.

Тĕл пулăва класа килекенсене вара чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Дизель, Хантер, Ники, Молодой, Сапог тата ытти позывнойпа çỹрекенсем тĕр хутчен çеç те пулман ачасем патĕнче.

Çак кунсенче вĕсем Сапога - Павел Геннадьевича - çуралнă кун ячĕпе саламларĕç.

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе ачасен ашшĕ-амăшĕсĕр пуçне аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ те хутшăнать. Окоп çуртисене тума вĕсем те явăçаççĕ.

Валентина Михайловна вĕрентỹ ĕçне кỹлĕнни 40 çул çитет. Унтанпа сахал мар çĕршыв патриотне çитĕнтерме пулăшнă педагог. Иккĕшĕ паянхи кун каллех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Çĕршыв шăпишĕн пурте пĕр çын пек пулса çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ. Класри икĕ вĕренекенĕн ашшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика