"Батсервис" пĕрлешỹ ĕçченĕсем çум курăкпа "кĕрешеççĕ"

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:44 Просмотров: 179

КĂçАЛХИ çу уйăхĕсем пире хăйĕн кăмăлне тĕрлĕ енчен кăтартрĕç. Хĕвеллĕ те шăрăх кунсем те савăнтарчĕç, хушăран çумăр çуса та уçăлтарчĕ. Юлашки кунсенчи ăшă та нỹрлĕ çанталăк вара чăн малтанах çум курăка ашкăрма, алхасма пай пачĕ. Çакна шута илсе Патăрьелĕнчи тирпей-илемпе тăрăшакан "Батсервис" тулли мар яваплă пĕрлешỹ (ертỹçи Зульфия Шакурова) ĕçченĕсене тата пикенерех тăрăшма хистет. Муниципалитет округĕнчи тĕрлĕрен обществăлла вырăна илемсĕрлетекен çум курăкпа "кĕрешме" кунсеренех вĕсен сотрудникĕсем çитеççĕ. Газон çулакан косилкăсемпе аякри çула та час-часах тухаççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Андрей Иванов, Владимир Никольский, Вячеслав Хлебников курăк çулакан "хурçă çавасемпе" пĕр кунтах муниципалитет округĕнчи ялсенчи ача-пăчан 13 лапамĕнче тирпей-илем тунă. Хĕрỹ сезон малалла та тăсăлать.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика