КУ ЧУХНЕ социаллă тетел, Интернет вăй илсе пынă ĕмĕрте контактсăр çыхăнупа мошенниксенчен, усал шухăшлă çынсенчен питĕ асăрхануллă пулмалла. Вăл шутра аслисен те, ачасен те! Юлашки вăхăтра республикăри МИХ хатĕрĕсенче ачасене диверси ĕç-хĕлне явăçтарас тĕллевпе вербовка тунă тĕслĕхсене тупса палăртни пирки те çырчĕç. Çакнашкал хыпар чăн малтанах кашни ашшĕ-амăшне сыхă пулмашкăн хистеме тивĕç. Паллах, право хуралĕн органĕсем преступниксем çак тĕслĕхре çул çитмен шкул ачине усал çул çине тăратма тăнă тĕслĕхе пỹлнĕ.
Ачасен хăрушсăрлăхĕ - пирĕн алăра. Сыхлăх, çемьере пĕр-пĕрне шанни, пĕр-пĕринпе уçă пулни çеç çитĕнекен ăрăва тумхахлă çул çине тăратакансенчен сыхă пулма май парĕ.
Август 2026 |
