Сỹнтермен чикарккă тĕпĕ инкек сăлтавĕ пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 15.08.2025, 18:43 Просмотров: 282

 РЕСПУБЛИКĂРА пушар хăрушлăхĕнчен уйрăмах асăрханмалли тапхăр малалла пырать. Çавăнпа та кил-çуртра е хуçалăхра шăрпăкпа, вут-кăварпа усă курнă, мунча хутнă, чикарккă мăкăрлантарнă чухне çынсен нихçанхинчен те ытларах сыхă та пулмалла, яваплăха та туймалла.

Акă, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх нумай пулмасть çеç Шăнкăртамра тата Патăрьелĕнче çỹп-çап тăкмалли контейнерсем çунса юрăхсăра тухнă. МЧС сотрудникĕсем инкеке шăпах чикарккă туртакан тимлĕ пулманнипе, ăна сỹнтермесĕр çỹп-çап ещĕкне пăрахнипе çыхăнтараççĕ.

Çакнашкал сăлтавпах "Куснар" хуçалăхра комбайн тĕштырăна çапса кайнă хыççăнхи пушă анана сасартăк вут хыпнă. Пушар надзорĕн сотрудникĕсем çирĕплетнĕ тăрăх пĕр хĕрĕнкĕ арçын каллех чикарккă тĕпне кирлĕ пек сỹнтерменрен типĕ хăмăла вут хыпса илнĕ. Юрать-ха, хирте тĕтĕм йăсăрланнине çийĕнчех асăрхаса инкеке парăнтарнă.

Çĕньялти пĕр хуçалăхри сарайĕнче вут-çулăм алхасма пикеннин сăлтавĕ вара - юсавсăр электропроводка.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика