Шупашкарти "Каскад" суту-илỹ центрĕнче вырнаçнă "Пехет" агромаркетра пурнăç вĕрет. Кунта хулара пурăнакансем республикăри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, кооперативсем туса илнĕ, хатĕрленĕ продукцие хапăлласах туянаççĕ. Тавар туяннисĕр пуçне мастер-классене хутшăнма, ачасене тĕрлĕ савăнăçлă мероприятисенче савăнма, артистсен юрри-ташшипе киленме май пур. Иртнĕ канмалли кунсенче унта пирĕн ентешсем, Денис Павлов, Андрей Думилин, Сергей Лекарев эстрада артисчĕсем юрланă.
"Козьма Минин" теплоходпа килнĕ туристсем те "Пехет" агромаркета кĕрсе курнă. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тата вице-премьер, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев туроператорсемпе тĕл пулнă. Вĕсем центра чăваш чейĕпе, сырĕпе, çырлипе сăйласси, пултарулăх коллективĕсемпе паллаштарассипе пуянлатасси пирки сỹтсе явнă.
(Хамăр корр.)
Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
- Маншăн çемье валли туяннă апат-çимĕç пахалăхĕпе шанчăклă пулни пĕлтерĕшлĕ. Кунта колбасасем, çăкăр, сĕт продукцийĕ, пыл, çавăн пекех тĕрлĕ сыр тата ытти те тин çеç хатĕрленисем.
Фермерсемпе те калаçрăм, вĕсем хăйсем туса илнĕ тавара мăнаçланса кăтартаççĕ, технологи тата мĕнле туса илни пирки уççăн калаççĕ, çĕнĕ лапамра хăйсен продукцине хаваспа сутаççĕ.
Август 2026 |
