Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен анисем майĕпен пушанса пыраççĕ. Юлашки кунсенче çунă çумăрсем çеç комбайнсене хире тухма чăрмантарчĕç. Августăн 7-мĕшĕ тĕлне 6380 гектар (42 процент) тыр-пула çапса тĕшĕленĕ.
Йĕтемме 26 пин ытла тонна тырă кĕнĕ.
Вăтам тухăç пĕр гектартан 41 центнерпа танлашать. «Исток», «Батыревский», «Красное Знамя», «Корма», «Куснар» хуçалăхсен, К. Салихов, А. Петров, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕсен тыр-пул тухăçĕ округри вăтам кăтартуран пысăкрах.
Сухан-çевока 80 гектартан е мĕн пур лаптăкăн 14 процентне пухса илнĕ.
Вăтам тухăç пĕр гектартан - 200 центнер.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăхсене валли утă янтăлаççĕ.
Кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлесси те муниципалитетра малалла пырать.
Август 2026 |
