Хурама Тварти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ентешсене асăнса лартнă палăк çумне августăн 3-мĕшĕнче тата тепре хутшăнчĕ.
Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнă, мирлĕ пурнăçшăн паттăрла пуçне хунă Андрей Иванова асăнса тăванĕсем, юлташĕсем, ял халăхĕ тăрăшнипе палăк лартнă.
Андрей Анатольевич 1989 çулхине Хурама Тварта кун çути курнă. Çак ялтан неонацистсемпе хирĕç кĕрешме кайнă арçыннăн пурнăçĕ 2024 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче татăлнă.
Паттăрсем вилмеççĕ! Вĕсен ятне халăх яланах асра тытать. Андрей Иванов Илья ывăлĕшĕн те, ыттисемшĕн те яланлăхах тĕслĕх вырăнĕнче пулĕ.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
