"Илем тăвакансене курма та, хавхалантарма та пĕлмелле!"

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2025, 06:33 Просмотров: 261

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура тирпей-илемпе çыхăннă конкурса пĕтĕмлетнĕ май çак шухăша уйрăмах çивĕчлетрĕ. Конкурс итогĕпе, паллах, хăш-пĕр территори пайĕсенчен ырă тĕслĕх илмелли пур. Сăмахран, Алманчăсем иккĕмĕш хут умлă-хыçлă "Чи хăтлă ял" хисеплĕ ята алăран ямаççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи Пулевей урамĕнче пурăнакансем те иккĕмĕш хут конкурса хутшăнса чи-чи кăтартуллисен шутне кĕчĕç тата ытти те. Çав вăхăтрах муниципалитет округĕнчи 19 территори пайĕнчен тăххăрăшĕнче - Ишлĕ, Пикшик, Ыхра Çырми, Çĕнĕ Ахпỹрт, Первомайски, Шăхач, Туçа, Тăрăн, Шăнкăртам территори пайĕсенче - конкурсри пилĕк номинацинчен пĕринпе те хутшăнма тăрăшман.

Хальхи вăхăтра кашни ялтах хăйсен кил-çурт таврашне тирпейлĕ те хăтлă тытакансем, çурт умĕсенче, пахчара дендрари евĕр çеçке çитĕнтерекенсем сахал мар. Илеме тăвакансене, тавралăха хăтлăлатса ыттисемшĕн киленĕç кỹрекенсене курма та, вĕсене хавхалантарма та пĕлмеллех!

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика