"Пирĕнсĕр пуçне никам та"

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 13:47 Просмотров: 499

Çак сăмахсене паян десантниксем тата сывлăш-çарĕсен ветеранĕсем мăнаçланса калаççĕ.

Раççей çарĕн элити шутланакан ВДВшниксем çулсеренех августăн 2-мĕшĕнче Сывлăш-десант çарĕсен кунне паллă тăваççĕ. Кăçал та çак кунхине вĕсем хăйсен хастарлăхĕпе лартнă палăк умне ирхине 10 сехетре уява паллă тума пуçтарăнĕç. Сăмах май каласан, Патăрьел муниципалитет округĕнче Сывлăш-десант çарĕнче службăра тăнисен обществăлла пĕрлĕхне вăл пуçланнăранпах Виталий Яковлев (сăн ỹкерчĕкре) ертсе пырать.

Яндекс.Метрика