Студентсем - практикăра

Категория: Публикации Опубликовано: 01.08.2025, 13:44 Просмотров: 369

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 32 студенчĕ муниципалитет округĕн тĕп больницинче практика ирттерет. Унта вĕсем теори пĕлĕвне ĕçпе çыхăнтараççĕ. Практика вăхăтĕнче çамрăксем ку чухнехи сиплевпе тата диагностика мелĕсемпе тĕплĕн паллашаççĕ. Медицина учрежденийĕн нумай профильлĕ учрежденийĕнче ĕç ăсталăхне илеççĕ.

- Алевтина Александрова терапевт-тухтăр ертсе пынипе поликлиникăра практика тухатăп. Ăста тухтăр пациента тимлĕн итлени, кирлĕ тĕпчевсем хыççăн йышăну туни мана питĕ килĕшет. Эпĕ те Алевтина Викторовнăпа пĕрле пулăшу илме килнĕ çынна ыйтусем паратăп, - тет пиллĕкмĕш курсра тĕллевлĕ вĕренекен Елена Васильева.

- Эпĕ хирурги уйрăмĕнче практика тухатăп. Мана кунта питĕ килĕшет: ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тĕплĕн ăнлантараççĕ, професси ăсталăхне вĕрентеççĕ. Ытларах операцисенче пулма интереслĕ. Специалистсем пирĕнпе çавăн пек çывăх пулнишĕн хĕпĕртемелĕх пур,- каласа парать иккĕмĕш курс студентки Анастасия Попова.

 Çамрăксем практикăра пулни ăста кадрсем хатĕрлес ĕçре пулăшу кỹрет, регионти шурă халатлисен йышне сиплев ĕçĕнче ỹстерме пулăшать. Акă, мĕн палăртать кун пирки больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков: "Пирĕн больница тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ пухакан студентсене практика тĕлĕшĕнчен хатĕрлекен заведени пулса тăчĕ. Паянхи кун И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн 24, 8 ординатор, Шупашкарти медицина колледжĕн 19 студенчĕ практикăра. Эпир пулас специалистсен тăрăшулăхне вырăна хуратпăр".

Республикăра "Медицина кадрĕсем" федераци тата регион программи пурнăçа кĕни çамрăк специалистсене сывлăх сферине явăçтарма пулăшать.

 Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика