КĂÇАЛХИ июль уйăхĕ Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн ĕçченĕсемшĕн иртнĕ çулхипе танлаштарсан хĕрỹ иртнĕ тесех калаймăн. Куç ан ỹктĕр, паллах. Пĕлтĕр ку вăхăтра вĕсем тăватă хутчен вутпа куçа-куçăн тăрса хуçалăхри пушара парăнтарнă. Кăçал июлĕн 19-мĕшĕччен икĕ хутчен çеç васкавлă пулăшупа вырăна çитнĕ. Юлашкинчен вĕсем Пăлапуç Пашьелĕнчи хуçалăхра мунчаран тухнă пушара сỹнтернĕ. Сăмах май каласан, инкекĕн сăлтавĕ - мунча кăмакине тĕрĕс мар вырнаçтарни.
Çулталăк пуçланнăранпа округра 29 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта тĕрлĕрен сăлтавпа 30 хутчен вут тухса алхаснă.
Август 2026 |
