(Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕнче пурăнакан хастарсене, маскировка сеткине çыхакансене халалласа)
Пĕлтĕр çулла, июльте
Тури Чакă клубĕнче
Хастар ял-йыш пухăнса
Пуçларĕ сетка çыхма.
Çынсен шучĕ кунсерен
Ỹссе пычĕ майĕпен.
"Пулăшасчĕ ачсене",
-терĕç вĕсем чĕререн.
Ирпе ĕçе пуçличчен
Куллен кĕлĕ вуланать.
"Упрасам салтаксене",
Чĕререн кашни ыйтать.
Пĕри касать пусмине,
Тепри çыхать хăйăвне.
Кашни тваткал путăкне
Хурать чунĕн пĕр пайне.
Çепĕç юрă юрласа,
Тепри сăвă каласа,
Хăш чух чунтан хурланса,
Ĕçлет ял-йыш тăрăшса.
Канмалли вăхăтсенче
Пулăшаççĕ ачасем.
Кукамай-асаннепе
Вăй хураççĕ мăнуксем.
Ăсанаççĕ сеткăсем
Фронтăн тĕрлĕ кĕтесне.
Тав тăваççĕ салтаксем
Тылри ĕçчен çынсене.
Сеткăсен шучĕ паян
Иртсе кайрĕ 500-тен!
Пурте калаççĕ чунтан
"Çĕнтерỹчченех çыхатпăр!"
Надежда КОШЕЛЕВА
Август 2026 |
