Пушкăртстанра Раççей Федерацийĕн "Зарница 2.0" вăййăн Пĕтĕм Раççейри округри вĕренĕвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн "Батыр" команди те хутшăннă.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕпе Пăлаçипе Юхма ен ывăл-хĕрĕ çар вĕренĕвĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Атăлçи федераци округĕн вĕрентĕвĕнче вĕсем 14 команда хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса таврăннă.
Çак ятпа çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламланă, малашлăхра çитĕнỹсем суннă.
Тупăшу Раççей шайĕнче сентябрь уйăхĕнче Волгоградра пулать. 9-11 классенче вĕренекен 10 ача Чăваш Ен чысне хỹтĕлессишĕн тăрăшĕ. Ертỹçисем - Юрий Васюткинпа Виктор Петров.
Редакцирен: Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ЕГЭ результачĕпе Чăваш Енре 100 балл пуçтарнă ачасен йышĕпе "ТОП-3" шутне кĕрсе виççĕмĕш вырăн йышăннă!
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
