Кам пулас-ши ỹссен?

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 13:34 Просмотров: 190

Муниципалитет округĕнчи тĕп библиотекăра çитĕнекен ачасен "Ровесник" клубĕнче профориентаци енĕпе тĕрлĕ професси пирки калаçу сехечĕ иртнĕ.

Професси вăл - ĕç. Ăна çынсем хăйсем суйласа илеççĕ. Пĕрисем мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех малтан пуçăннинчех вăй хураççĕ. Теприсем самана таппипе ăна улăштарса тăраççĕ. Камăн пултарулăхĕ мĕнле. Профессие тĕрĕс суйласа илме пĕлни пурнăçра ăнăçу кỹрет. Ĕçре те çирĕп кăмăлпа вăй хума май парать. Пурлăх тĕлĕшĕнчен сыпăнса пыма пулăшать.

Юлашки çулсенче профессисен йышĕ самаях ỹсрĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Вĕсен йышне логист, веб-мастер, имиджмейкер тата ыттисем те хутшăнчĕç.

 Мероприяти вăхăтĕнче "Професси тĕнчине - çул çỹреве" видеопрезентаци пăхрĕç. "Манăн прфесси - манăн шăпа" кĕнеке выставкипе паллашрĕç.

Професси суйласа илесси кашни çыншăн пурнăçра чи кирли. Çавăнпа ун пирки çитĕнекен ăрăвăн маларах шутламалла. Хăшĕ паянхи кун кирлĕреххине мала хумалла.

(Хамăр корр)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика