Çак кунсенче Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин "Гидроресурс" хысна учрежденине туса хуни 15 çул çитрĕ!
Паянхи кун учреждени виçĕ гидротехника сооруженине тĕрĕслесе, пĕрлештерсе тăрать: Вăрнарти, Шăмăршăри тата Йĕпреçри. Вĕсенче çулсеренех гидротехника сооруженийĕсемпе туллин те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса усă курас тĕллевпе пысăк ĕçсем туса пыраççĕ.
Сăмах май каласан, çывăх вăхăтрах Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансене федерацин "Таса шыв" программипе организма юрăхлă таса шывпа тивĕçтерекен Шăмăршăри гидротехника сооруженийĕнчи ĕç-хĕлне вăл пуçланнăранпах, 15 çул Камиль Салихов ăнăçлă ертсе пырать. Объекта федерацин "Таса шыв" программипе 2005 - 2009 çулсенче тунă.
Паян çак 420 гектарти управра 15 миллион та 900 пин кубла метр шыв.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
