Икĕ енлĕ тупăшура палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 13:33 Просмотров: 123

Челябинск облаçĕн Тургояк поселокĕнче ачасен триатлон лигин тăххăрмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Ку хутĕнче çитĕнекен ăрăвăн икĕ енпе ăмăртмалла пулнă.

 Тургояк кубокне çĕнсе илессишĕн Пăлаçипе Юхма ен çамрăкĕсем те тупăшнă. Вĕсем хăйсен ỹсĕм категорийĕсенче çитĕнỹсем тунă.

5-6 çулхисем хушшинче Язгель Азмукова, 7-8 çулхисенчен Василиса Лепешкина тата Рияз Азмуков пĕрремĕш вырăнсене йышăннă.

9-10 ỹсĕмри çулсемпе ăмăртса çавăн пекех Исмаиль Янтыков призлă вырăна (виççĕмĕш) тухнă, кубокпа пăхăр медале тивĕçнĕ.

Спортсменсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. "Паттăр" спорт шкулĕн чысне хỹтĕленĕ. Вĕсемпе Валерий Платоновпа Светлана Рубцова тренерсем ĕçлеççĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика