Асăрханăр: шывăн турачĕ çук!

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 13:32 Просмотров: 147

Шывра путса вилекенсен инкекĕн сăлтавĕсем чăн малтанах шăрăх çанталăк, ятарласа шыва кĕме палăртнă вырăнта ишменни е ỹсĕрле теветкеленни

 Çу уйăхĕсен пĕрремĕш çурри иртсе кайрĕ пулин те хаваслă та шавлă вăхăтсем, хĕвеллĕ те илĕртỹллĕ кунсем вĕçленмен-ха. Ун пек чухне ачасем çеç мар, çитĕннисем те пушă вăхăтра е ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн шыв, кỹлĕ хĕррине канма каяççĕ. Кăмăла тытса чараймăн, шăрăха пусарас тĕллевпе унта кĕрсе ишес, çан-çурăма уçăлтарас килет. Анчах та шыв хĕрринчи ырă туйăм инкекпе ан вĕçлентĕр тесен чăн малтанах унта канма каякансен пурин те хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

 Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ граждансене çуллахи вăхăтра шыв объекчĕсенче инкек-синкек пуласран асăрханмалли йĕркесене çирĕп пăхăнма ыйтать. Çакна та палăртса хăварасшăн. Патăрьел муниципалитет округĕнче 2025 çулхи шыва кĕмелли тапхăра хатĕрленсе çынсем йышлă канакан вырăнсене тĕпчес тĕллевпе ĕç ушкăнĕ туса хунă. Республикăри водолазсем Алманчăпа Кзыл Чишма хушшинчи, Патăрьелĕн кăнтăр енчи, Турханти, Сителти, Треньелĕнчи, "Хĕвеллĕ" уçланкă çывăхĕнчи гидротехника сооруженийĕсемпе кỹлĕсен тĕпĕсене ишме чăрмантаркан япаласенчен тĕрĕсленĕ.

Ку таранччен халăх йышлă канакан шыв хĕррисенче 17 рейд ирттернĕ, 250 втла çынпа тĕл пулса калаçнă, вĕсене памяткăсем валеçнĕ.

Шыва ишме кĕрекенсем, çакна манса ан кайăр:

 Чăн малтанах эрех-сăра ĕçсе ĕшеннĕ хыççăн шыва кĕме ан тăрăшăр. Халиччен пĕлмен е шывра ишмен вырăнта киленес тени те синкерлĕхпе вĕçленме пултарать.

Çыранăн тепĕр енне ишсе каçма ан тăрăшăр. Каялла ишме те хăвăрăн вăйăра шута илĕр.

Шывра вăрах вăхăт хушши пулса организма, ỹт-пĕве ытлашши ан ывăнтарăр, ун пек чухне шăнăр туртса илме те пултарать.

 Шыв айĕнчен ишес тенĕ чухне те маскăпа, сывлав трубкипе тĕрĕс усă курмалла.

Шăпăрлансене, çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн çыран хĕррине ямалла мар. Вĕсене тимлĕхсĕр хăварни те синкерлĕхпех çыхăннă.

Чăваш Республикинче, çав вăхăтрах Патăрьел муниципалитет округĕнче те çынсем йышлă канакан вырăнта, шыв хĕррисенче шыва кĕмелли тапхăрта инкек-синкекрен асăрханса комплекслă мероприятисене пурнăçламалли тапхăр малалла пырать. Çу уйăхĕсем кăмăллă та пăтăрмахсăр иртесси вара чăн малтан хамăртан килет.

Ку таранччен республикăра шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа 13 çыннăн пурнăçĕ шăпах хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран татăлнă.

Григорий КАЛЛИН, гражданла хỹтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика