Çу кунĕсем тăраççĕ. Шкул ачисен - каникул. Тем тума та вăхăт çитет вĕсен: канма, тавракурăма ỹс- терме, çĕнĕ юлташсем тупма тата ытти те.
Шăнкăртам ялĕнчи ача-пăча библиотекин заведующийĕ Сириня Айзатуллова çамрăк вулакансен вăхăтне хаваслă ирттерессишĕн сахал мар тăрăшать, тĕрлĕ мероприяти, кĕнеке выставки йĕркелет.
Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем" проекчĕпе килĕшỹллĕн вулавăш çурчĕ умне кĕнеке выставки хатĕрлерĕ. "Юмахсем пăтрашăннă, вĕсене тирпейле" конкурс йĕркелерĕ. Библиотекарь кашни кĕнекен хăйĕн вырăнĕ пулнине палăртрĕ. Вĕсен авторĕсен паллă кунĕсем пур. Тĕрлĕ жанрлă, илĕртỹллĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ.
Ачасем "Юмахри паттăрсем çухалнă", "Ку юмахра пĕри ытлашши" конкурссене хутшăнса хăйсен тавçăрулăхне кăтартрĕç. Пуçватмăшсем тупрĕç, юмах пĕлекен чемпиона палăртрĕç.
Пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçрĕç. Вăхăта хаваслă ирттерчĕç. Уçă сывлăшра сасăпа кĕнеке вуларĕç. Проектпа палăртнă мероприятисем малашлăх валли татах та пур-ха.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
