Ентеш эткерлĕхне упраса

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 13:26 Просмотров: 122

Ỹнерçе, педагога тата ỹкерес ăсталăхĕн профессине никĕслекен Алексей Кокеле хисеплесе çуралнă ялĕнче Турханта 18-мĕш хут Раççей-Беларусь пленэр-симпозиум ĕçлерĕ. Кăçал вăл "Кунта пурте Кокельпе сывлать тата пурăнать" чĕнỹпе иртрĕ. Ăна пултаруллă сăрă ăсти çуралнăранпа 145 çул çитнине халалланă. Туслăх кĕперĕ Раççей тата Беларусь ỹнерçисене пĕрле пуçтарчĕ.

Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн "Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем" социаллă проекчĕпе тата пленэр-симпозиумпа килĕшỹллĕн ял библиотекинче "Алексей Кокель çĕршывĕпе паллашатпăр" ас тăвăм сехечĕ иртнĕ.

Культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ Владимир Васильев профессор унта хутшăннисене Кокель пурнăçĕпе паллаштарнă. Кăçалхи пленэра Витебск, Уфа, Саранск, Керч тата Шупашкар хулисенчен ỹнерçĕсем килнине каланă. Вĕсем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Чăваш çĕрĕнче илĕртỹллĕ ĕçсем тăваççĕ.

Библиотекарь хăнасене "Астăватпăр. Мухтанатпăр" проектпа паллаштарчĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă, унта хутшăннисене асра тытас тĕллевпе йĕркеленĕ. Халĕвулавăшра Турхан, Тури Тăрмăш, Упамса ялĕсенчи паттăрсен

Астăвăм кĕнеки пур. Ăна "Халăх астăвăмĕ" сайтпа усă курса йĕркеленĕ. Алексей Кокель пирки "Пирĕн паллă ентеш" кĕнеке выставки хатĕрленĕ.Турханта çакнашкал паллă çын çуралса ỹснипе мухтанатпăр. Çулленех пленэр ирттерни унăн эткерлĕхне малалла упранине, аталантарнине те çирĕплетет.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика