Патăрьелĕнчи аслă ăрури çынсем валли уçнă центрта (республикăри Пенси фончĕн муниципалитетри уйрăмĕнче) ырă кăмăллисен клубĕн членĕсем пуçтарăнсах тăраççĕ. Ку хутĕнче вĕсем пуçланă маскировка сеткине çыхассине вĕçлерĕç. Ĕçе кăмăлтан пурнăçларĕç. Кăткăс пулин те ăна чун киленĕçĕпе турĕç. Кашнийĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассине хăйĕн тỹпине хывма тăрăшрĕ.
Ылтăн алăллисен тăрăшуллă ĕçĕ çĕршыв хỹтĕлевçисене хỹтлĕх кỹтĕрех ĕнтĕ. Кашни хăю, кашни тĕвĕ сыхлатăрах инкекрен. Вĕсене чун-чĕре ăшшипе çыхнă.
Тепĕр кăмăллă тĕлпулу та иртрĕ центрта. Украинăри çар операцине Кава позывнойпа хутшăнакан Патăрьел хỹтĕлевçи хисеплĕ ватăсем патĕнче пулчĕ. Çĕршыв хỹтĕлевçи хăйсен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Пурте те тăрăшуллă ĕçшĕн, ыркăмăллăхшăн тав турĕ. Кĕмĕл волонтерсем паттăр салтака ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕç.
Галина АНТИПОВА
Август 2026 |
