Нумай пулмасть çеç саккăрмĕш теçеткене вакланă Тинĕс-çар флочĕн хисеплĕ ветеранĕ, Хĕрлĕ ялавлă Лăпкă океан флочĕн аслă матросĕ, саппасри офицер, Патăрьелĕнче пурăнакан Анатолий Николаевич Казенов çар тумне хывни вуншар çул иртнĕ пулин те, çулсеренех професси уявне - Тинĕс çар флочĕн кунне - ветерансемпе, юлташ-пĕлĕшпе пĕрле пысăк хавхаланупа кĕтсе илет.
Çапла пулма унăн сăлтавĕ пысăк. Виçĕ çул Тинĕс çар флочĕн "Гневный" карапĕ çинче çар службине ирттернĕ ветеранăн паян çамрăксене каласа памалли те, аса илмелли те пайтах.
- Владивостокран пуçласа аслă шыв çулĕпе ют çĕршыв карапĕсене сыхлама, тĕрлĕ çĕршыва та çитме тỹр килчĕ. Чăн-чăн моряк ятне панă кун та паянхи пекех асра. Матроссен çирĕпленнĕ йăлипе пуçласа тинĕсе тухакансен пĕр плафон тинĕс шывне (750 грамм) пĕр сывламасăр ĕçсе ямалла пулнă. 1974 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче эпĕ шăпах хамăн юлташсем умĕнче çапла "присяга" йышăнтăм...-аса илет флот ветеранĕ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи "Морское братсво-Союз моряков" обществăлла пĕрлешỹ ертỹçи Анатолий Казенов.
Сăмах май каласан, пĕрлешỹ хастарĕсем - Юрий Яковлев, Александр Нягин, Владимир Паймуллин, Борис Хадаров, Николай Марков - тăтăшах çамрăксемпе тĕл пулаççĕ, шкул ачисене, пулас матроссене çар пурнăçĕ, паттăрлăх, Тăван çĕршыв хаклăхĕ пирки калаçусем йĕркелеççĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
