Химиксен хулинче анилин кăларма пуçлĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 25.07.2025, 12:53 Просмотров: 120

Чăваш Енре "Çĕнĕ материалсем тата хими" нацпроектпа килĕшỹллĕн кремнийорганика продукчĕсемпе анилин кăларас енĕпе çĕнĕ производствăсем хута ярĕç. Кун пирки республика Правительствин вице-премьерĕ Дмитрий Краснов Екатеринбургра иртнĕ "Иннопром" куравра пĕлтернĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти тулли мар яваплă "Оргсинтез ушкăн" общество çак проекта пурнăçа кĕртме хатĕр. Вăл Раççейри ытти компанипе çыхăну тытса ĕçлĕ. Сăмах май каласан, анилинпа тĕрлĕ отрасльте сăрăсем тата пигментсем тума усă кураççĕ. Çавăн пекех анилинпа ацетонанил тунă çĕрте те усă кураççĕ. Ăна химиксен хулинчи "Химпром" кăларать.

 ("Хыпар" хаçатран)

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика