Муниципалитет округĕнче кашни çулхи евĕрех уй-хире малтанах "Батыревский" хупă акционерла пĕрлешỹ ĕçченĕсем тухрĕç. Вĕсем 202 гектар кĕрхи тулла çапса илнĕ. Тухăçĕ хальлĕхе пуринчен пысăкки - гектартан 58 центнер кĕнĕ.
"Исток" çĕр ĕç фирминче 440 гектар йышăнакан кĕрхи тулă уйне пушатнă. Гектартан 50 центнер тухăç кĕни те савăнтаратех.
"Красное Знамя" ял хуçалăх предприятийĕнче 200 гектар кĕрхи тулă çитĕнтернĕ. Лаптăкăн çуррине йĕтем çине кĕртнĕ ĕнтĕ. Кашни гектартан 55 центнер тухăç çапăнать.
Пĕрлех хуçалăхра выльăх апачĕ те хатĕрлеççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксен анине иккĕмĕш хут çулнă.
Алманчăри Александр Петров фермер хуçалăхĕнче те 200 гектар кĕрхи тулă çитĕнтернĕ. Вĕсенчен 10 процентне пухса çапнă. Тухăçĕ кашнийĕшĕнчен 50 центнер тухса пырать.
Тутар Тимешĕнчи Марс Салихов хресчен фермер хуçалăхĕн тырпул ани сăрта вырнаçнă. 50 гектар кĕрхи тулла çапса илнĕ кунта. Тухăçĕ каллех кашни гектартан 50 центнерпа танлашать.
Сăкăтри Мария Лаврентьева хресчен фермер хуçалăхĕнче вара урпа ани çине ĕç шавĕ куçнă. Кашни гектартан ăна 49 центнершар çапса илеççĕ.
Çавăн пекех Сериня Халитова, Ферид Чабатов хресчен фермер хуçалăхĕсенче, "Колос" çĕр ĕç фирминче çĕнĕ тырпул йĕтеме кĕрсе пырать.
"Куснар" çĕр ĕç фирминче те комбайнсем уя тухнă. Малтанах вĕсем ыттисем пекех кĕрхи тулă лаптăкне ỹкнĕ. Планпа 290 гектар пухса кĕртмелле.
Ирина ХАДАРОВА, округ администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕнчи тĕп специалист-эксперт
Август 2026 |
