Ятарлă çар операцийĕ пуçланнă хыççăнах волонтерсем шанчăклă тыл пулса тăчĕç. Патăрьел муниципалитет округĕнчи хастарсем паянхи кун тăтăшах салтаксене çар пурнăçĕнче усă курмалли хатĕрсемпе, хỹтĕлев сеткипе тата ытти кирлĕ япалапа тивĕçтерсе тăраççĕ, салтаксене Çĕнтерĕве çывхартма хавхалантараççĕ.
Çак кунсенче Чăваш Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пулăшуçи, Чăваш Республикин Общество палатин членĕ Руслан Валиуллин пуçаруллă волонтерсене "За содействие военной операции" медаль парса чысланă, паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн тав тунă (сăн ỹкерчĕкре унăн саманчĕ).
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
