ТĔНЧЕ шайĕнче палăрнă ентеш-художникăн - Алексей Кокелĕн - пĕчĕк çĕршывĕнче иртнĕ сăрă ăстисен 18-мĕш пленэрĕ ытти çулсенчи пекех Турхансене уйрăмах тарăн йĕр хăварчĕ. Пĕр эрне хушшинче художниксем тухăçлă ĕçлесе ял çыннин пурнăçне, тĕрлĕ наци халăхĕн культурине, йăли-йĕркине ỹкернĕ картинăсене, портретсене, натюрмортсене асăнмалăх Кокелĕн музейне те парнелесе хăварнă. Малашне музее килекен ентешсемпе ытти туристсем вĕсемпе туллин паллашма, ỹкерчĕксемпе киленме пултараççĕ.
Август 2026 |
